Специальное предложение
Контакты

428022, ЧP, г. Чебоксары,
Хозяйственный проезд, 3
Тел./факс: +7(8352)63-36-62, 63-68-07
E-mail: agrolizing@bk.ru

Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем российской науки

Наука сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем!    

Сире Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! 

Чӑваш Енӗн наука вӑй-хӑвачӗ чӑннипех пысӑк. Ҫакна пирӗн ӑсчах­сем тӗрлӗ сфе­рӑра тӑвакан ҫитӗнӳсем шанчӑклӑн ҫирӗплетеҫҫӗ, вӗсене пат­­шалӑх шайӗнче пулӑшу кӳреҫҫӗ, инновациллӗ таварсем туса кӑ­лара­кансем те вӗсемпе хӑйсен ӗҫӗнче хапӑл туса усӑ кураҫҫӗ.

Паян наука пӗрлӗхӗ техника тата ҫут ҫанталӑк пӗлӗвӗсем, гуманитари ӑслӑлӑхӗсем енӗпе 200 ытла тӗплӗ те тарӑн тата практикӑллӑ тишкерӳ-тӗпчев ирттерет. Асӑннӑ ӗҫсене тивӗҫлӗн пурнӑҫлама респуб­ликӑра 65 наука шкулӗ, 15 конструктор бюровӗ, 43 тӗпчев лабораторийӗ туса хунӑ.

Патшалӑх политики ӑслӑлӑх, вӗрентӳ тата инноваци ӗҫ-хӗлне пулӑшса пыма тӗллев лартать.

Влаҫ органӗсемпе наука сферин тата чӑн экономика секторӗн ӗҫ­ченӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени ӑслӑлӑх туса хатӗрлекен япаласене производствӑна васкавлӑн кӗртме ҫул уҫать. Аслӑ шкул наукипе промышленноҫ пӗрле ӗҫлемелли ҫӗнӗ майсем аталанаҫҫӗ, ӑслӑлӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ отрасльсенче мала иртмелли проектсем пур­нӑҫланаҫҫӗ, туса кӑларакан инновациллӗ таварсен тӗсӗ тата калӑпӑшӗ пы­сӑк­ланать.

Пӗтӗм продукцин калӑпӑшӗнче инновациллӗ таварсен танлаш­таруллӑ виҫи 25 процента яхӑн. Ҫакӑ Чӑваш Ене инновацие аталантармалли кӑ­тарту енӗпе Раҫҫейре малта пыракан регионсен йышӗнче сыхланса юлма май парать.

Хӑйсен пултарулӑхӗпе вӑй-халне ӑслӑлӑха халалланӑ мӗнпур ҫын­нӑн ырми-канми ӗҫӗ малашне те республика пуянлӑхне ӳстерсе пыма, ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма, Чӑваш Ене тата аслӑ Раҫҫее пысӑк усӑ кӳме пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫлӑх, ҫӗнӗ идейӑсемпе проектсем тата пӗлтерӗшлӗ открытисем сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                      Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые  работники научной сферы!

Сердечно поздравляю вас с Днем российской науки!   

Чувашия обладает богатым научным потенциалом. Об этом свидетельствуют достижения наших ученых в различных областях, которые находят поддержку на государственном уровне, востребованы производителями инновационной продукции.

Сегодня научное сообщество занимается развитием фундаментальных и прикладных исследований более чем по 200 направлениям технических, естественных и гуманитарных наук. Для этого в республике созданы 65 научных школ, 15 конструкторских бюро, 43 исследовательские лаборатории.

Государственная политика направлена на поддержку научной, образовательной и инновационной деятельности.

Тесное сотрудничество представителей органов власти, научной сферы и реального сектора экономики способствует ускоренному внедрению научных разработок в производство.

Развиваются новые формы интеграции вузовской науки с промышленностью, в наукоемких отраслях воплощаются прорывные проекты. Из года в год увеличиваются объемы и виды выпускаемой инновационной продукции. Так, по итогам 2017 года ее удельный вес в общем объеме продукции составил около 25 процентов. Это позволяет Чувашии сохранять лидирующие позиции среди регионов России по показателю развития инноваций.

Уверен, что ответственный, самоотверженный труд всех, кто посвятил себя науке, и впредь будет способствовать приумножению богатства республики, повышению качества жизни людей, служить интересам Чувашии и великой России.

Желаю вам крепкого здоровья, счастья, благополучия, новых идей, проектов и важных открытий.

 

Глава Чувашской Республики                        Михаил Игнатьев

Комментарии запрещены.